Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Раҫҫейри ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ Патшалӑх Думине ҫӗнӗ сӗнӳпе тухни паллӑ пулнӑ.
Хальхинче вӗсем пирус ыйтӑвӗ пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫамрӑксем водительсене руль умӗнче пирус туртма чартарасшӑн. Кун пирки «Новости» информаци агентствин официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, тӗнче опытне шута илсе ку ҫул-йӗр ҫинчи аварисен шутне чакарма пулӑшать.
Темиҫе ҫул каялла руль умӗнче телефонпа калаҫма чарчӗҫ-ха. Куншӑн 1500 тенкӗ штраф тӳлеттерме тытӑнчӗҫ. Шӑпах руль умӗнче пирус туртнине тата телефонпа калаҫнине пула ҫул ҫинче аварисем пулаҫҫӗ-мӗн.
Пирус сиенӗ пирки ҫынсене асӑрхаттарас, унран пистерес тесе республикӑра тӗрле акци иртет. Ахӑртнех, кун пек мероприятисен усси пурах.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче вара пируспа кӗрешмелли хӑйне евӗр мел шухӑшласа кӑларнӑ. Администрацире ӗҫлекен арҫын ҫулталӑкӗпех пирус туртмасть-тӗк ӑна отпуск ҫумне тепӗр пӗр кун хушса параҫҫӗ.
Администрацире пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мел тухӑҫ парать. Кӑтартӑвӗ куҫкӗрет. Кунта вӑй хуракансенчен чылайӑшӗ сиенлӗ йӑлана пӑрахнӑ. Ҫапла майпа вӗсем канмалли хушма кунпа киленеҫҫӗ.
Ку шухӑша Анат Ҫӗрпӳкасси ялӗнче, «Свобода» колхозра, ырланӑ. Вӗсем те ӑна пӑхӑнма тытӑннӑ. Колхозра ӗҫлекен виҫӗ ҫын ав пирус туртма пӑрахнӑ.
Ӑҫта систермелли пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫак енӗпе ӗҫлекен федераци ведомстви пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.
Аса илтеретпӗр, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫ вырӑнӗсенче туртма чарчӗҫ. Ку вӑл офиссене, производство цехӗсене, савутсене тата ыттине пырса тивет. Ҫуртсенче туртмалли пӳлӗмсем пурри саккуна пӑсни шутланать. «Туртма юрамасть» паллӑ вырнаҫтарманни те ҫавӑнтах кӗрет. Ӗҫ паракан ҫав самантсене пӑхса тӑмасан ун пирки Роспотребнадзора е Патшалӑхӑн пушар надзорне евитлеме юрать. Асӑннӑ органсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн 90 пин тенкӗлӗх штрафлаҫҫӗ.
Общество апатланӑвӗн предприятийӗсенче туртнишӗн те ҫӑхавламалла. Кафесемпе ресторансенче, барсемпе ҫыртмаллисенче, столовӑйсенче кӑна мар, ҫуллахи уҫӑ верандӑсенче те мӑкӑрлантарма юрамасть.
Картишсенче — ача-пӑча тата спорт лаптӑкӗсенче тата пурӑнмалли ҫуртсенче (лифтсенче, подъездсенче тата карталшкасем ҫинче) туртма та чарнӑ. Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисем ирӗк памасӑр туртмалли ятарлӑ вырӑнсем те йӗркелме юрамасть. Саккуна пӑсакансем пирки полицин участокри уполномоченнӑйне е полицине систермелле.
Шкулсенче, поликлиникӑсенче тата ача пахчисенче туртакансене курсан Роспотребнадзора е Патшалӑхӑн пушар надзорне евитлемелле.
«Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра инҫе ҫула ҫӳрекен пуйӑссенче пирус туртакансем валли ятарлӑ вакунсем пулма пултарӗҫ. Анчах ку саккуна пӗчӗк улшӑнусем кӗртсен ҫеҫ пурнӑҫа кӗрӗ. Кун пирки асӑннӑ хаҫата Раҫҫей чукун ҫулӗ компанин вице-президенчӗ пӗлтернӗ.
Ахӑртнех, ҫав вакунсенче вентиляци тытӑмӗ лайӑх ӗҫлемелле. Саккуна кун тӗлӗшпе улшӑнусем кӗркунне кӗртмелле.
Пирус туртакансен прависене хӳтӗлекен пӗтӗм Раҫҫейри юхӑмӑн директорӗ Андрей Лоскутов каланӑ тӑрӑх, ятарлӑ вакунсене хута ярасси пирки калаҫу пырать. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, пирус туртакансем ятарлӑ вакуна лекессишӗн билетшӑн нумайрах тӳлеме те хатӗр-мӗн.
Хӗрӗхе ҫитмен хӗрарӑмсене пирус сутнишӗн штрафласси ҫинчен калакан саккун проектне пӑхса тухассине ҫӗршывӑн Патшалӑх Думин Сывлӑх сыхлавӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Николай Герасименко тӗплӗн шухӑшласа тунӑ япала мар тесе шухӑшланине пӗлтернӗ.
Ун пек йышӑнма Коммунистсен партийӗн депутачӗ Иван Никитчук сӗннӗ. Вӑл ҫул ҫитменнисен умӗнче хӗрарӑма пирус сутакансене те явап тыттарасшӑн иккен.
Маларах асӑннӑ Герасименко депутат шучӗпе (вӑл — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ) хӗрӗхе ҫитмен хӗрарӑмсене пирус сутнишӗн явап тыттарас йышши ыйтусене шӳт вырӑнне кӑна йышӑнма пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче Владимир Жириновский либерал демократ вӑтӑра ҫитмен хӗрарӑмсене чикӗ леш енне яма чармалла тенӗ, халӗ ав коммунист хӗрӗхе ҫитменнисене пирус сутма чарасшӑн. «Ку вӑл этем ирӗклӗхне хӗсни пулать», — шухӑшлать иккен Герасименко.
Коммунист депутат вара 40-е ҫитменнисене пирус сутма чарни 14 ҫула ҫитмен ачасен амӑшӗсене сиенлӗ ҫав йӑларан сирме пулӑшать имӗш. Хӗрарӑм тата унӑн ачисем миҫери пирки сутуҫӑ иккӗленсен унӑн паспортне тата ҫавна ҫирӗплетекен урӑх документа ыйтмалла-мӗн.
Раҫҫейри сывлӑха сыхлакан министерстви ҫӗртмен 1-мӗшӗнче йышӑннӑ саккун юрӑхлӑ пулманнине туйрӗҫ пулин те, ҫапах пуҫӗсене усса ларасшӑн мар-ха — пирус туртакансене хирӗҫ тата ҫирӗпрех саккун йышӑнасси ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Сывлӑха сыхлакан тӗнчери организаци пирус таврашӗ ҫине акциз ставкине ӳстереме ыйтать, министерство вара ҫак сӑмахсенче усси пуррине кура ҫӗнӗлӗхе пурнӑҫа кӗртесси ҫинчен шухӑшлать. Федераллӑ чиновниксем те ҫӗнӗ йышӑнӑва хирӗҫ мар.
— 2020 ҫул тӗлнелле пӗр пачка пирус паянхи хакран ҫичӗ хут ӳсме пултарӗ. Ҫапла вара унӑн вӑтам хакӗ чӗлӗм туртакана 238 тенкӗлӗх ларӗ, — пӗлтерет сывлӑха сыхлакан министерствин пресс-секретарӗ Олег Салагай.
Шупашкарта ку лару-тӑрӑва ҫынсем ытлах ырласа каясшӑн мар-ха. Вӗсен шухӑшӗпе пирус хакне ӳстерсен те чӗлӗм туртакансен йышӗ ҫапах та пӗлтерӗшлӗ чакмасть. Паклатарма юратакансен хӑйсен «чун канӑвӗшӗн» укҫи-тенкине те шӗлемест, тӑкаклама хӑяйманнисем вара йӳнерех пирусем ҫине куҫма пуҫлӗҫ. Пӗр хушӑ ӳҫтерме пӑрахнӑ тапак культури те тен, каллех, пахча йӑранӗсем ҫине таврӑнӗ.
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче йышӑннӑ саккун, леш, хайхи халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче пирус туртма чараканни, юрӑхсӑр пулнине Патшалӑх Канашӗ те ӑнланчӗ пулмалла. Раҫҫее илес пулсан ҫак саккуна 45% ҫын ырланӑ, йышӑннӑ ҫӗнӗлӗхпе вара 49% ҫын килешсех кайман.
Нумайӑшӗшӗн саккун ытла ҫирӗп пулни тата ҫынсен ирӗклӗхне хӗсни килӗшмен. Ҫакна шута илсе тата пирус туртакансем те саккуна ытлашшиех пӑхӑнманнине кура Патшалӑх Канашӗ Раҫҫей правительствипе пӗрле йышӑннӑ документа улшӑнусем кӗртесшӗн иккен. Чи малтанах саккуна пӑхӑнмансенчен штрафне сахалтарах сӑптӑрасшӑн, унсӑр пуҫне пирус туртмалли вырӑнсен йышне анлӑлатасшӑн.
Улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн, тӗслӗхрен, санатори таврашӗнче пирус туртма пулӗ пулас. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта чӗлӗм пакклатаракансенчен вара штрафне 1–1,5 пин тенкӗ таран чакарасшӑн.
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Раҫҫейре ҫӗнӗ саккун пурнӑҫа кӗнӗ, унпа килӗшӳллӗн халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче пирус туртма юрамасть. Анчах та патшалӑх йышӑннӑ ҫӗнӗ саккуна пурте ӑша хывасшӑн мар. Паянхи кун троллейбуспа автобус чарӑнӑвӗсенче те вӗренӳ учрежденийӗсем умӗнче те чӗлӗме паклаттарса тӑракансене сахал мар асӑрхама пулать.
Пирус туртакансенчен кашни виҫҫӗмӗшӗ саккуна пӑхӑнмасть. Regnum ИА ҫӑпларах пӗтӗмлетӳсем тунӑ имӗш. Ҫӗртмен 3-7 кунсенче асӑннӑ хыпар агенстви 8 420 ҫын хушшинче ыйтӑм ирттернӗ.
«Ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен обществӑлла вырӑнсенче эсир туртма пӑрахрӑр-и?» ыйтӑва хуравланӑ май 9% саккуна пӑхӑнни пирки пӗлтернӗ, хирӗҫле 32,4% ҫын хуравланӑ. Ыйтӑма хутшӑнакансенчен 58,6% вара «пушшех туртмас» тенӗ.
Ҫынсем саккуна пӑхӑнман сӑлтавӗ те уҫӑмлӑн палӑрать. Халӑх йышлӑн ҫӳрекен вырӑнсенче пирус туртакансене сӑмахпа ҫеҫ асӑрхаттарма пултараҫҫӗ, урӑх нимӗнле явап та тытарма май ҫук. Ҫавӑнпа та паянхи куна ҫӗнӗ саккунран усси пысӑках мар ҫав.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.